Тăххăрмĕшсем-чи маттуррисем

Вĕренÿре -малта, спортра – пултаруллă.

       Юлашки вǎхǎтра Шǎмалакри пẻтẻмẻшле пẻлу паракан тẻп шкулти ачасем пысǎк çитẻнусем тǎваççẻ. Спортра та, олимпиадǎсенче те, тẻрлẻ конкурссенче те вẻсем малта. Уйрǎмах тǎххǎрмẻш класс ачисене палǎртса хǎварас килет. Пẻр çемьери пек туслǎ, килẻштерсе пурǎнаççẻ вẻсем, йывǎр самантра  пẻр-пẻрне пулǎшаççẻ.  Вẻсен пултарулǎхẻ пур енлẻ. Ачасем вẻренÿре те, спортра та хастар, творчество енчен те питẻ вǎйлǎ аталаннǎ.

      Тен, саккǎрǎн çеç пулнипе-ши тǎххǎрмẻшсен туслǎхẻ кунран кун çирẻпленсе пырать. Пур çẻрте те пẻрле вẻсем – ǎмǎртура та, ẻçре те, савǎнǎçра та, хурлǎхра та. Обществăлла ẻçсене, мероприятисене хаваспах хутшǎнаççẻ. Пẻрремẻш класрах вẻсем волонтерсен ушкǎнẻ йẻркеленẻ.  Кунсерен ачасем ватǎсем патне васкаççẻ. Хẻлле юр тǎкса параççẻ, çулла шыв йǎтаççẻ, пахчара ẻçлеççẻ.

     Ачасене çитẻнÿсем тума класс ертÿçи Анисимова Мария Вениаминовна хавхалантарать. 33 çул шкулта истори предметне вẻрентет вǎл. Яланах йывǎр вǎхǎтра пулǎшать, ǎс парать. Çавǎнпа пулẻ ачасем те ǎна юратаççẻ, хисеплеççẻ.

     Вẻренÿре те питẻ тǎрǎшуллǎ тǎххǎрмẻшсем. Вẻсен хушшинче пẻр отличник та ултǎ ударник. Кашни çулах ачасем Раççей шайĕнче иртекен «Русский медвежонок», «Чẻвẻлти чẻкеç», «Кенгуру», «Кит», «Инфознайка», «Золотое Руно» конкурссене хутшǎнаççẻ, дипломсем, парнесем илме тивẻç пулаççẻ. Кǎçалхи район шайẻнче иртнẻ предмет олимпиадисенче тǎххǎрмẻш класс ачисем вара сакǎр хутчен малти вырǎнсене йышǎнма пултарчẻç. Таня Сергеева биологи, географи, истори предмечẻсемпе 1-мẻш, физикǎпа 2-мẻш, вырǎс чẻлхипе 3-мẻш, Петя Герасимов физкультурǎпа 2-мẻш, Саша Герасимов ОБЖ предмечẻпе 2-мẻш, Эдик Николаев право предмечĕпе  3-мẻш вырǎнсем йышǎнчẻç.

       Тǎххǎрмẻшсем спортпа питẻ туслǎ. Уйрǎмах йẻлтẻрпе чупма, баскетболла, футболла выляма юратаççẻ. Районти ǎмǎртусенче çак класри ачасем яланах малтисен шутẻнче. Уйрǎмах Таня Сергеевǎна, Наташа Черновǎна, Петьǎпа Саша Герасимовсене, Эдик Николаева, Валера Денисова, Саша Захарова палǎртса хǎварас килет. Кǎçал та вẻсем «Раççей йẻлтẻр йẻрẻ» массǎллǎ чупура пẻрремẻш вырǎна тухрẻç.

     Творчество тẻлẻшẻнчен те çитẻнусем сахал мар ачасен. Наташа Черновǎпа Катя Лоткова Елчẻкри искусство шкулне çуреççẻ, хǎйсен илемлẻ юррисемпе халǎха савǎнтараççẻ. Пẻр концерт та, мероприяти те вẻсемсẻр иртмест. Уйрǎмах Наташа пысǎк çитẻнусем тǎвать. Вǎл тǎтǎшах çамрǎк юрǎçсен конкурсẻсене хутшǎнса мала тухать.

     Пиллẻкмẻш çул ẻнтẻ пирẻн шкулта «Очаровашки» ташǎ ушкǎнẻ ẻçлет. Унта тǎххǎрмẻш класри Саша Захаровпа Петя Герасимов хǎйсен пултарулǎхне туптаççẻ. Брейк ташласа вẻсем районта иртекен «Грация» конкурсра 1-мẻш вырǎн йышǎнчẻç.

     Ачасем экскурсисене, походсене çуреме кǎмǎллаçẻ. Кашни çулах юхан шыв хẻррине е вǎрмана канма каяççẻ. Юнармеецсен «Зарницǎпа» «Орленок» вǎййисем те вẻсемсẻр иртмеççẻ. Пẻлтẻр ачасен команди 3-мẻш вырǎна тухрẻ.

     Малалла ачасен  умẻнче аслǎ çул. Кашнийẻн хǎйẻн ẻмẻчẻ, пуласлǎхẻ. Вẻсен пурнǎç çулẻ такǎр пуласса питẻ шанас килет. Халẻ вара ачасен тẻп тẻллевẻ - экзаменсене ǎнǎçлǎ тытасси. Апла пулсан ǎнǎçу сунар вẻсене.

    

                                                                            Р. Сидорова, шкул директорĕн çумĕ