Чăваш чĕлхи кунне халалласа

Паян Шăмалакри муниципаллă пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта чăваш чĕлхи кунне халалланă мероприяти иртрĕ. Чăвашсен революцичченех чапа тухнă паллă педагогĕ тата писателĕ И.Я Яковлев çинчен 9-мĕш класра вĕренекен Сергеева Т. каласа пачĕ.  Паллă тĕпчевçĕн литературăпа педагогика ĕçĕ çинчен, пичетленсе тухнă кĕнекисемпе произведенийĕсем çинчен тĕплĕн чарăнса тăчĕ Таня. Петрова К. тата Тарасова В. вара унăн чăваш халăхĕ валли çырса хăварнă Халалĕпе паллаштарчĕç.Çак Халала Иван Яковлевич пурте ăнланмалла, чуна пырса тивекен сăмахсемпе çырнă. Малалла ачасен çепĕç сассисем итлекенсене «Тăван чĕлхе культури» литмонтажри сăвă йĕркисемпе тыткăнларĕç, пĕчĕк сценкăсемпе кăсăклантарчĕç. Тăван чĕлхепе калаçнă чухне темиçе чĕлхери сăмахсемпе усă курса калаçса чĕлхен илемне пĕтерме те пулнин тĕслĕхĕсене те илсе кăтартрĕç.

Чăваш тĕнчи ăçта вăл?

Чăваш тĕнчи чунра вăл.

Чăваш тĕнчи чĕлхере

Упранать- мĕн чиперех.

Чăваш тĕнчи-юрăра

Тата чăн калаçура…

           Апла пулсан, хамăр тăван чĕлхене, унăн тасалăхне, илемлĕхне пирĕн малаллахи ăрусем валли упраса хăварар