Ачасен пултарулăхĕ. Сценкăсен конкурсĕ

Ачасен пултарулăхĕ

 Шăмалакри муниципаллă пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта чăваш чĕлхи кунне халалланă мероприятисем малалла тăсăлаççĕ. Паян 5-9 классенче вĕренекен ачасем пĕчĕк сценкăсем лартса хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Кĕçĕннисем çутçанталăка сиен кÿмелле маррине «Хурăн сĕткенĕ» сценкăпа вĕрентрĕç. Çуркунне çитнĕ май вĕсен сценки уйрăмах вырăнлă: хурăн шывне юхтарса ĕçессишĕн йывĕççа сиен кÿни çинчен пулчĕ вĕсен ĕçĕ. 6-мĕш класра вĕренекенсем вара вăрлама юраманнине çирĕплетсе пачĕç. Ашшĕ çухатнă укçана ачи тупса милиции уйрăмне кайса панине выляса кăтартрĕç вĕсем. «Тĕрĕс тунă!» ятлă пулчĕ вĕсен ĕçĕ. 7-мĕшсем вара «Йывăр чир» шÿтпе култарчĕç. Тутлă апат çиес тесе суя чирлĕ çын пулма шутлани те аванах мар иккен. Саккăрмĕшсем вара «Кушак» ятлă сценкипе чи пултаруллисем пулчĕç. Артистсем пекех вылярĕç вĕсем. Аслисем вара, тăххăрмĕшсем , «Пичетлĕ çăмарта» сценка хатĕрленĕ. Ачасем пурте пултаруллă вылярĕç. Вĕсем выляса кăтартни  хăйсемшĕн те, кĕçĕннисемшĕн те усăллă пулчĕ тесе шутлатпăр.

Фотохроника