Ачасен пултарулăхĕ. Сăвăсен конкурсĕ.

Чăваш чĕлхи эрни малаллах тăсăлать Шăмалакри муниципаллă пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта. Паянхи меролприяти - ачасем хăйсем çырнă сăввисене вуласа ăмăртмалли конкурс. Жюри тата итлекенсем сăвăсен илемлĕхне, çыпăçулăхне, вуласа кăтартнин пултарулăхне тишкерчĕç.Конкурса хутшăнакансем хушшинче уйрăмах 9-мĕш класра вĕренекен Сергеева Т., Николаев Э.,  8-мĕш класс хĕрĕ Чернова Н. тата пиллĕкмĕшсем Печкова Мартăпа Еремеева Ирина пулчĕç. Итлесе ларакансене ачасен сăввисем питĕ килĕшрĕç, вĕсем  çамрăк сăвăçсен пултарулăхĕшĕн савăнчĕç.