«Йěлме йěлтěр» илěртет.

Паян Елчěк ялěнче лыжăсемпе ăмăртмалли «Йěлме йěлтěр»  ăмăрту иртрě. Ăмăртăва  3-4, 5-6 мěш классенче вěренекенсем хутшăнчěç. Шăмалакри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан  тĕп шкулта вěренекен Печкова Марта 2-мěш вырăнта пулчě. Марта пěрремěш хут мар ěнтě малти вырăнсенче. Вăл спортра кăна маар, вěренÿре те, обществолла ěçсенче те хастар. Эпир ăна саламлатпăр, спортра малалла та  çитěнÿсем сунатпăр.