Чăваш чĕлхипе литератури эрни

Чăваш чĕлхипе литератури эрни вĕçленчĕ. Эрне тăршшĕпех шкулта тĕрлĕрен конкурссем пулса пычĕç. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Васильева И. И. тата шкул библиотекарĕ Денисова А. М. И. Я. Яковлев пурнăçěпе пултарулăхне çутатса паракан кěнекесемпе альбомсен выставкине хатĕрлерĕç. «Кăвак çут чаршавне уçнă Улăп» хаçат кăларакансем вара саккăрмĕшсем пулчĕç. «Юрататăп эп  сире, тăван çěршыв, тăван чěлхе» конкурсăн пĕтĕмлетĕвĕ иртрĕ. Кĕçĕн классенче вĕренекенсем вара И.Я.Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнě май унăн калавěсем тăрăх тунă ÿкерчěксен конкурсěнче хастар хутшăнчĕç.