Чӳк уйӑхӗн 26 - мӗшӗ - Чӑваш тӗрри кунӗ

Чӳк уйӑхӗн 26 - мӗшӗ - Чӑваш тӗрри кунӗ

     Тӗрӗ - халӑхӑн чӑн-чӑн пуянлӑхӗ. Тӗрӗре аннесен ачаш юрри, тӑван ял-йыш, ака- суха сасси, илемлӗ ҫутӑ ҫӑлтӑрсем йӑлтӑртатни.   

  Ҫак куна халалласа Шӑмалак шкулӗнче тӗрлӗ мероприятисем иртрӗҫ. Ачасем онлайн олимпиадӑна хутшӑнса чӑваш тӗррин вӑртӑнлӑхсене тӗпчерӗҫ. "Эпӗ тата чӑваш тӗрри" флешмоба хутшӑнчӗҫ. Уроксем хыҫҫӑн вара, тӗрлеме вӗренес тӗллевпе, Яманчӳрелӗнчи Т.Васильева культура ӗҫченӗ ирттерекен мастер - класа хутшӑнчӗҫ.