Сурхури

Сурхури

    Паян кăрлачăн 13-мĕшĕнче Шăмалак шкулĕнче Сурхури уявне халалланă класс тулашĕнчи мероприяти иртрĕ. Уява хатĕрлекенсем чăваш чĕлхине вĕрентекенсем Васильева И.И., Васильева Н.Н. тата воспитани енĕпе ĕçлекен директор советникĕ Яковлева С.В. пулчĕç.

     Класс ертӳçисем ертсе пынипе ачасем авлхи йала-йĕркесене туса ирттерчĕç, вăйăсем вылярĕç, юмăç ярса юптарчĕç, тутлă кучченеç- йавача- çисе савăнчĕç.

     "Сурхури — авалхи чӑваш уявӗ. Ӗлӗкрех ӑна кун ӳсме пуҫласан ирттернӗ. Сурхурие ытларах яш-кӗрӗм, ача-пӑча хутшӑннӑ.
Сурхури ирттерме ятарласа пӗр киле пуҫтарӑннӑ. Килтен киле пуҫтарнӑ апат-ҫимӗҫрен, тӗрлӗ апатран сӗтелҫи майланӑ". (Чӑваш халӑх сайчĕ)

Сурхури! Сурхури!
Персе çитрĕ сурхури!
Атьăр, тухăр ачасем!
Урам тăрăх кайăпăр,
Килрен киле çÿрĕпĕр,
Кукăль-çимĕç пухăпăр!
Салат-хăмла пухăпăр,
Сурхури ĕçки тăвăпăр!

Пире пÿрте кĕртетр-и?
Çăкăр-тăвар паратр-и?
ăна кăна памасан,
Сурăх ури хуçăлтăр!
Çăкăр-тăвар, çуне-пылне
Хисеп туса парсассăн,
Сурăх ури сыпăнтăр
Путекне тусах тăтăр!