Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗ – Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунӗ

Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗ – Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунӗ

     Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗ – Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунӗ. Ҫак куна 1999 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ЮНЕСКО Генеральнӑй конференцийӗн 30- мӗш сессийӗнче палӑртма йышӑннӑ, чӗлхесен тата культурӑсен пуянлӑхне упраса хӑварас тата аталантарас тӗллевпе 2000-мӗш ҫултан уявлаҫҫӗ.

    Кашни халӑхӑн чӗлхи хăйне евӗрлӗ. Авал пӗр халӑха тепринчен чӗлхине пӑхса   уйӑрнӑ. Хӑйне кӑна тивӗҫлӗ чӗлхе пулмасан халӑха уйрӑм халӑх вырӑнне те хуман. Пӗр миллион ҫын калаҫакан чӗлхе аслӑ чӗлхе шутланать. Ҫавӑн пек чӗлхесен йышне чӑваш чӗлхи те кӗрет.

    Чӗлхере халӑх кӑмӑлӗ, шухӑшӗ, туйӑмӗ, сӑнарлӑхӗ палӑрать. Тӑван ҫӗр-шыва юратасси тӑван чӗлхерен, анне сӗчӗпе кӗнӗ чӗлхерен пуҫланать.

    Тӑван чӗлхене лайӑх пӗлни те пӗр чӗлхене вӗренме, унӑн уйрӑмлӑхӗсене тӗплӗнрех ӑнланма, ҫавна май ытларах пӗлӳ туянма пулӑшать.  

    Паян шкулта Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунне халалласа кӗҫӗн класра вӗренекенсем хушшинче «Шупашкар-тӑван хула» темӑпа конкурс иртрӗ. Вӗренекенсен хӑйсен шухӑш-кӑмӑлне, туйӑмне, пултарулӑхне ӳкерчӗк урлӑ сӑнласа пачӗҫ.


   6- мӗш класра вӗренекенсем хушшинче «Выляр-ха, тăван чĕлхене савса» конкурс иртрӗ. Ҫак конкурсра ҫакăн пек чарăнусем пулчӗҫ: «Ваттисен сăмахĕсене вĕçле» , «Тăвансем сирĕншĕн кам пулнине тĕрĕс каласси», «Кайăксен ятне пĕлетĕр-и?», «Кам маларах?» вăйăсем, Ачасем пӗр-пӗрне ыйтусем пама пултарчӗҫ, диалог йӗркелерӗҫ, ҫӗнӗ сăмахсемпе усă курса ҫыхăуллă пуплеве аталантарчӗҫ.        Конкурсра «Виҫӗ хӗвел» команда ҫӗнтерчӗ.

  Урокра пурте интересленсех ěçлерěç, лайăх паллăсем илме тивěçлě пулчěç. Урок тухӑҫлӑ тата хаваслӑ иртрӗ.


   8 класс йěртÿҫи Васильева Надежда Николаевна «Тĕнчери халăхсен  тăван чĕлхе кунĕ» темӑпа уҫӑ урок ирттерчӗ. Урокра вěрентекен тӗрлӗ технологисемпе усă курчӗ, ачасем вара - тӗрлӗ ӗҫсем пурнăҫларӗҫ. Сăмахран: пěчěк текстсем вуларěç; проблемăллă ыйтусем ҫине хуравларӗҫ; кластер, синквейн турӗҫ; динамикăллă ӳкерчӗксемпе ӗҫлерӗҫ т. ыт. те