Иван Яковлевич Яковлев - чåваш халåхне çутта кåлараканẽ!

Иван Яковлевич Яковлев - чåваш халåхне çутта кåлараканẽ!

    Иван Яковлевич Яковлев - чåваш халåхне çутта кåлараканẽ, хальхи çырулåха никẽслекенẽ. Вåл ачасем валли нумай хайлавсем çырнå. Шӑмалакри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулти кẽçẽн класра вẽренекенсем «Çитẽннẽ вåхåт» кẽнекипе паллашрẽç. Кẽнекене мухтавлå вẽрентекенẽн ачалåхẽпе çамрåклåхẽ çинчен калакан сыпåксене кẽртнẽ. Кунта пурẽ тåватå пай, кашни сыпåкẽ- хåйне евẽр пẽчẽк калав.

     Иван Яковлевåн тåрåшулåхẽ, çирẽп кåмåлẽ çамрåк вулакансемшẽн ырå тẽслẽх. Вåл ачаранах тåван халåха, чẽлхене, культурåна юратма, тытнå тẽллев патне çирẽппẽн утма хавхалантарса тåрать.