Чăваш ăсчахне И.Я.Яковлева 175 ҫул ҫитнине халалланă эрне

Чăваш ăсчахне И.Я.Яковлева 175 ҫул ҫитнине халалланă эрне

      Шăмалакри тĕп шкул ҫуменчи шкул ҫулне ҫитмен ачасен ушкăнне ҫӳрекен шăпăрлансем И.Я.Яковлев ҫуралнăранпа 175 ҫул тултарнине халалланă тĕрлĕ меропиятисене хутшăнчĕҫ.

      Ачасем чăваш халăхне ҫутта кăларакан ăсчахăмăрăн - И.Я.Яковлевăн пурнăҫ кунҫулĕпе, ĕҫĕ- хĕлĕпе, чăваш халăхне пехиллесе хăварнă чун халалăхĕпе, ҫамрăк ăру валли хатĕрленĕ  ҫырулăхпа  чăваш букварĕпе паллашрĕҫ, унăн кĕске калавĕсене вуларĕҫ. Паллă сăвăҫсем, юрăҫсем И.Я.Яковлев ҫинчен нумай сăвă- юрă хывнă. Шăпăрлансем Зоя Головинская ҫырнă «Аслă Улăп» ятлă сăвва вĕренсе каласа пачĕҫ. Вулавăш ҫуртĕнче Усанова В.К. библиотекарь ачасене И.Я.Яковлев ҫуралнăранпа 175 ҫул тултарнине халалласа йĕркеленĕ курав кĕтесĕпе паллаштарчĕ, чăвашсен ăсчахне халалланă презентацине компьютер витĕр кăтартрĕ.

      Манас марччĕ чăваш халăхĕн ăсчахĕн ятне, упрасчĕ ăна чĕрере!