Аслӑ вӗрентекенӗмӗр — Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул

Аслӑ вӗрентекенӗмӗр — Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул

     Аслӑ вӗрентекенӗмӗр — Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалласа ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче тӗрлӗ мероприяти иртрӗ. 

       Чӑн малтанах 6-мӗш класра вӗренекенсем «Чӑвашсен пур сумлӑ ҫын» сӑвӑпа уçрӗç . Иван Яковлевич Яковлев — чăваш тĕнчине çутта кăлараканӗ, Чӗмпӗрти чӑваш шкулне никӗслекенӗ. Ҫак шкултан чылай паллӑ ҫынсем вӗренсе тухнӑ.
 Иван Яковлев хăйĕн вăхăтри çынсене ырми-канми ĕçĕсемпе тĕлĕнтернĕ. Вăл чăваш çырулăхне шухăшласа кăларнă, халăх вĕрентĕвĕн ертӳçи, чăваш фольклорĕн тĕпчевçи, букварьсемпе чăваш кĕнекисен авторĕ, тăлмачĕ, пĕрремĕш ача-пăча писателĕ, литература хаклавçи.
       Васильева Н.Н. Иван Яковлевӑн пурнӑҫӗпе тата ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ.
    Иван Яковлевич Яковлев 1848 ҫулхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӗмпӗр кӗпӗрнин Пӑва уесӗнчи Кӑнна Кушки ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫуралсан виҫӗ кунтанах амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑ. Ӑна суккӑр Пахом хресчен ҫемйи усрава илнӗ. Пахом ҫемйи ачаранах Ивана ӗҫе хӑнӑхтарнӑ. Вӗсем пӗрле лашапа ҫӳренӗ, тырӑ вырнӑ. Шкула кайиччен Иван Хаким ятлӑ тутарпа кӗтӳ пӑхнӑ. Хаким Ивана тутарла вӗрентнӗ, пушӑ явма хӑнӑхтарнӑ. Ҫапла майпа Иван шкула кайичченех темиҫе чӗлхепе паллашнӑ. Сакӑр ҫула ҫитсен Ивана вырӑс ял шкулне вӗренме яраҫҫӗ. Вӑл шкултан лайӑх паллӑсемпе вӗренсе тухнӑ. Шкул пӗтерсен ӑна Чӗмпӗрти уес шкулне вӗренме илнӗ.  Иван Яковлевич чӑвашсене юратнӑ. Вӗсене вӗрентесшӗн пулнӑ. Ҫавна пулах вӑл гимназие вӗренме каять. Кунтан лайӑх вӗренсе тухсан Хусанти университета ҫул тытать.  Университетра вӗреннӗ чух ҫӗнӗ чӑваш алфавичӗ хатӗрлет, букварь пичетлесе кӑларать. «Чӑваш букварӗ» валли калавсем те Иван Яковлевич хӑех ҫырнӑ. И.Я.Яковлев чӑваш халӑхне халал парса хӑварнӑ.
     Иван Яковлевич Яковлевӑн «Халалӗ» пилӗк чӗлхепе пичетленсе тухнӑ: чӑвашла, вырӑсла, акӑлчанла, нимӗҫле тата французла..
       Пуçламӑш класра вӗренекен шкул ачисем И.Я.Яковлев ҫырнӑ «Лаша шырани» хайлавӗ тӑрӑх инсценировка  кăтартрĕҫ.  Чăваш чӗлхи кунне халалланӑ сӑвӑсем каласа пачӗҫ.
       Ҫавӑн пекех 1-4 класра  вӗренекенсем Иван Яковлевӑн «Автан», «Йӑлӑнтарни», «Кулачӑ» хайлавӗсем тӑрӑх ӳкерчӗксем турӗҫ
      Аслӑ вӗрентекенӗмӗр И.Я.Яковлев: «Чӑваш ҫӗршывӗ – ҫӗр пин юрӑ, ҫӗр пин тӗрӗ, ҫӗр пин сӑмах ҫӗршывӗ» — тенӗ. Апла пулсан пирӗн, ҫӗр пин юрра, ҫӗр пин тӗрре, ҫӗр пин сӑмаха ачасем патне ҫитермелле, чӑваш халӑхӗн историйӗпе, йӑли-йӗркипе, культурипе паллаштармалла, ҫутҫанталӑкпа килӗштерсе пурӑнма вӗрентмелле.